Нумаях пулмасть Саранск хулинче Раҫҫей ҫамрӑкӗсен спорт гимнастики енӗпе округри III ҫуллахи спартакиади иртнӗ. Унта Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Мӑкшӑ тата Удмурт республикисенчи, Мари Элти, Самар, Чулхула, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи тата Чӑваш Енри спортсменсем хутшӑннӑ.
Пирӗннисем унта ушкӑнпа иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ҫапла вара йыш Раҫҫей шайӗпе иртекен асӑннӑ ӑмӑртӑва хутшӑнма тивӗҫнӗ.
Чӑваш хӗрӗсен хушшичне Улатӑр пики Ирина Яшина та пулнӑ. Кун пирки вырӑнти хула администрацийӗ мӑнаҫланса пӗлтерет. Уйрӑм тупӑшура Ирина тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Уйрӑм номинацисенче хӗр кӗмӗл тата пӑхӑр медальсене тивӗҫнӗ.
Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин тӗп тухтӑрӗ Лидия Воропаева Чулхулара иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Хӗрарӑм-лидер. XXI ӗмӗр» конкурсра ҫӗнтернӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи хӗрарӑм-ертӳҫӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ ӗҫлекенсем пулнӑ.
Хӗрарӑмсене вӗсем ерсте пыракан предприяти-организацисен ӗҫ производительноҫӗпе рентабельлӗхне, техника тӑрӑмне, колелктиври социаллӑ политикӑна кура хакланӑ.
«Хӗрарӑм-усламҫӑсем хӑйсен ҫемйине кӑна мар, патшалӑх тытӑмлӑхне, бизнеса, социаллӑ сферӑна тата ытти облаҫе туртса пыраҫҫӗ», — тенӗ Чулхула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн ҫумӗ Евгений Люлин.
Лидия Воропаевана дипломпа тата ятран ҫырнӑ медальпе палӑртнӑ.
Шупашкар каччи Никита Васильев велосипедпа ҫулҫӳреве тухнӑ. Ҫулӗ кӗске мар. Каччӑ Шупашкартан Капкас (Кавказ) тӑвӗсем патне ҫитесшӗн. Никита республика тулашне ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче тухнӑ. Халӗ вӑл Чулхула облаҫӗнче. Ыран вӑл Саранскра чарӑнса хула тӑрӑх ҫӳреме шухӑшлать.
Никита Васильев хӑйӗн аккуанчӗн страницинче ҫапла ҫырнӑ: «Пӗрремӗш кунхи шухӑшсене ҫыратӑп. Ҫул ҫинче тӑватӑ сехет пултӑм, 60 ҫухрӑм ҫеҫ кайрӑм-ха. Ку, 1,5 уйӑх велосипед ҫине ларманнине шута илсен, лайӑх кӑтарту. Талӑкра 100 километртан ытла кайма палӑртман. Манӑн ниҫта та васкас ҫук-ҫке. Чӑваш Енре кунне 150 ҫухрӑм та кайнӑ. Хальлӗхе хирӗҫ вӗрекен сивӗ ҫилпе киленетӗп».
Никита канмашкӑн уйра е вӑрман хӗрринче чарӑнать. Хӑш чухне унӑн кӑвайт чӗртмешкӗн те вӑй юлмасть-мӗн. Ҫавӑнпа ҫулҫӳревҫӗн сивӗ консерва ҫиме тивет.
Ӗнер Никита Васильев Воротынец — Сергач — Лукояны ҫула парӑнтарма май килни, Саранск ҫулӗ ҫине тухни пири ҫырнӑ. Пӗр талӑкра вӑл 78 ҫухрӑм кайнӑ.
«Пӗтӗм вӑйран ӗҫлерӗм. Саранск ҫулне питӗ курас килчӗ. Кӑмӑл тулли, анчах ывӑнтӑм. Кӑвайт чӗртме вутӑ-шанкӑ аран пуҫтартӑм. Анчах юлашкинчен алӑ султӑм та палаткӑна кӗрсе выртрӑм», — ҫырнӑ вӑл хӑйӗн страницинче.
Ӗҫлеме чӑваш арӗ-арӑмӗ ют региона ҫӳренине пӗлетпӗр-ха. Каҫал енче те инҫете тухса каяҫҫӗ.
Районти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр кашни ҫулах ӗҫсӗр ҫынсене Мускав, Чулхула тата Воронеж облаҫӗсене ӑсатни пирки хыпарлать район администрацийӗн сайчӗ. Акӑ, паянхи кун асӑннӑ центр урлӑ кӑна Мускав облаҫӗнче Комсмольски тӑрӑхӗнчи 4 ҫын ӗҫлет.
2014 ҫулта пӗтӗмпе 15 ҫынна республика тулашӗнче ӗҫпе тивӗҫтерме планланӑ иккен. Пуш уйӑхӗнче Чулхула облаҫӗнчи «Монтаж-энерго», Воронеж облаҫӗнчи «Красинское», Тула облаҫӗнчи «Нива» тулли мар яваплӑ обществӑсене рабочисене ӗҫлеме ӑсатӗҫ. Ҫывӑх кунсенче Мускав хулине тата Волгоград облаҫне кайма кӑмӑл пуррисене ярассине пӗлтереҫҫӗ. Ӗҫ килӗшӗвне пӗр уйӑхран кая мар вӑхӑта ҫирӗплетмеллине пӗлтереҫҫӗ.
Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ Шупашкартан Мускава ҫӳрекен пуйӑс хакне тӗрӗслеме шут тытнӑ. Тӗрӗсрех, экономика тӗлӗшӗнчен мӗнпур ене виҫсе хакласах йышӑннине палӑртӗҫ. Монополипе кӗрешекенсем патне ҫапла тӗрӗслеме ыйтса республикӑн Экономика министерстви тухнӑ иккен. Асӑннӑ ведомство федерацин Атӑлҫи округне кӗрекен регионсенчи пуйӑс хакӗсене танлаштарнӑ. Ун валли министерство 100 ҫухрӑма илекен хаксене тӗпе хунӑ. Пирӗн патринчен хаклӑраххи Чулхула облаҫӗнче иккен. Ҫав вӑхӑтрах Пермь облаҫӗнче купе-вакуншӑн 25,7 процент йӳнӗрех тӳлеттереҫҫӗ-мӗн. Ӑренпур облаҫӗнче плацкартшӑн 18,9 процент йӳнӗ иккен.
Шупашкартан Мускава каякан фирма пуйӑсӗнче плацкарт вакунри вырӑншӑн билет 2007 тенкӗ тӑрать, куперишӗн — 3200 тенкӗ, люкс номере суйласан 9434 тенкӗ тӳлемелле. Автобуспа Мускава вара 1000–1200 тенкӗпе те ҫитме май пур.
Пуйӑс хакӗ пирки сӑмаха авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республика праивтельствин ларӑвӗнче ҫӗкленӗ пулнӑ. Ун чух Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хаксене йӳнетес майсем пуррине сӳтсе явма яваплисене хушнӑ.
Пушкӑртстанри Стерлӗ (Стерлитамак) хулинче яллӑ вырӑнсенче вырнаҫнӑ вӗренӳ учрежденийӗсем хушшинче футболла выляссипе Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртет. Унта 13–15 ҫулсенчи ҫамрӑксем вӑй виҫеҫҫӗ.
Пушкӑртстанри, Тутартсанри, Дагестанри, Ҫурҫӗр Осетинчи, Мӑкшӑри, Ӗремпур, Курган, Ярославль, Чулхула, Челепи облаҫӗсенчи ушкӑнсемпе пӗрлех чӑваш яшӗсем те тупӑшӗҫ. Кун пирки республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви Пушкӑртстанри Ял хуҫалӑх министерстви хыпарлани тӑрӑх пӗлтерет. Хӑш шкулти ачасем хутшӑнни пирки, шел те, асӑнман...
Радиоҫыхӑну енӗпе пирӗн республика юлашки 20 ҫул хушшинче Раҫҫейри пысӑк ӑмӑртусене хутшӑнман-мӗн. Кӑҫал вара айккинче юлас темен. Утӑн 20–21-мӗшӗсенче Чулхула облаҫӗнчи Городец хули ҫывӑхӗнче иртнӗ Раҫҫей чемпионтне ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 13 ушкӑн пырса ҫитнӗ. Вӗсен хушшинче — Раҫҫейӗн спорт маҫтӑрӗсем иккӗн, тӗнче класлӑ маҫтӑрсем пилӗккӗн, спорт маҫтӑрӗсем тӑххӑррӑн.
8 сехете пынӑ ӑмӑрту вӑхӑтӗнче республика ушкӑнӗ радиона юратакан пӗтӗм тӗнчери ҫынсемпе 1 065 хутчен радиосеанс ирттернӗ. Руслан Владимиров вара спорт маҫтӑрӗн виҫине тултарнӑ.
Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырлан ялӗнчи «Сӑрьен» фольклор ансамблӗ тата Етӗрнери Культура ҫуртӗнчи вырӑс юррин «Калинка» ансамблӗ Чулхулуа облаҫӗнчи Воротынец районӗнче иртнӗ «Питрав пуххи» уява хутшӑннӑ.
Фольклор ансамблӗ репертуара хӑйсен тӑрӑхӗнчи юрӑсене ытларах кӗртнӗ. Куракансем кашни номере тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ-мӗн. Вырӑс юррисене илсен вара Дмитрий Абрамовпа Лидия Краснова солистсене тата Вера Куликова такмакҫӑна кӑмӑлтан ӑш пиллӗн алӑ ҫупса тав тунӑ.
Сӑмах май, артистсем уявран пушӑ алӑпа таврӑнман. Культура енӗпе чылай ҫул килӗштерсе ӗҫленӗшӗн Воротынец район администрацийӗ Тав хучӗ тыттарнӑ.
Сӑнсем (26)
Ҫак вырсарникун Чулхула облаҫӗнчи чӑвашсем тӑван халӑхӑмӑр культурин фестивальне — ӑна «Питрав пуххи» ят панӑ — ирттерме шут тытнӑ. Унти йӑхташӑмӑрсем ку уява кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут пухӑнаҫҫӗ. Вӑл Воротынец районти Лысая Гора поселокра иртет. Облаҫ шайне кӑларнӑ мероприятире вӑл тӑрӑхри ушкӑнсем кӑна мар, пирӗн республикӑрисем те хутшӑнмалла. Артистсем концерт кӑтартӗҫ, ал ӑстисем хӑйсен ӗҫӗсен куравне йӗркелӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем чӑваш сӑрине астивсе пӑхма та май пуласса шантарҫҫӗ. Программӑна туслӑх кӑшӑлӗ йӗркелессине те, чӑваш халӑх вӑййисене те кӗртнӗ-мӗн.
«Питрав пуххи» ирхи вунӑ сехетре пуҫӑнмалла.
«Выртан каска мӑкланнӑ, ҫӳрен каска якалнӑ», — теме юрататчӗ хӑй вӑхӑтӗнче кукамай. Ун чух самани урӑхларахчӗ те ялти мӗнпур арҫын вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗнче ӗҫлетчӗ, хӗрарӑмӗсем вара — е фермӑра, е хирте. Сенӗк-кӗреҫе йӑтса ҫӳресси ман валли мар тесе ӗҫ тиркекенсем те пурччӗ-ха, паллах. Хӑшӗсем (сӑмахӑм хамӑр тӑрӑхрисем, Шупашкар районӗсем пирки пырать) ҫӗвӗҫ пулса тӑрӑшнине астӑватӑп. Паян йӑлт урӑхла — арӗ-арӑмӗ ҫичӗ ютра тӑрӑшать. Ҫапла-ҫапла. Хӗрарӑмӗсем те ачисене кукамӑш-асламӑшӗсемпе пӑрахсах Мускавалла е ытти хуланалла тапса сикеҫҫӗ. «Пыл сӗрнӗ-им унта?» — тесе каланине хайхисем кӑмӑлсӑрланса йышӑнаҫҫӗ. «Ялта ӑҫта ӗҫлемелле? 5 пин укҫашӑн-и?» — касса татаҫҫӗ ун йышшисем туххӑмрах.
Официаллӑ цифрӑсем тӑрӑх ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енри 453 ҫын ют региона тухса кайнӑ. Халӑха ӗҫпе тивӗҫтеркен служба 9 тӑрӑхри 15 организаципе килӗшӳ тунӑ-мӗн. Ҫав шутра Мускав хулипе облаҫӗ, Чулхула, Волгоград, Амур, Воронеж облаҫӗсем, Тутар, Саха республикисем, Чукотка автономи округӗ пур.
Тӗрӗссипе калас пулсан, ҫичӗ юта ҫӳрекенсем тата та йышлӑ-ха.
Чӑваш Енри строительсем ҫичӗ ютра вӑтамран 35 пин тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |